Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем те хальхи саманара тӗрлӗ хыпара тӗнче тетелӗнче ытларах шыраҫҫӗ. Анчах, шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева шухӑшланӑ тӑрӑх, алла кӗнеке тытса вуланинчен пахи ҫук. Шкул вулавӑшӗн кунӗ тӗлне 9-мӗш класра пӗлӳ пухакансем Наталья Никифорова библиотекаре уяв ячӗпе саламласа сӑвӑсем хайланӑ, вуласа панӑ.
«Кӗнеке пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ пулнине ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑнланса ҫитӗнеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтра час-часах библиотекӑна ҫӳреҫҫӗ. Вулавӑшра тематикӑллӑ мероприятисем, куравсем ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш тата вырӑс литература программине тивӗҫлӗ кӗнекесем, ытти илемлӗ литература, ӑслав литератури, хаҫат-журнал чылай. Вулавӑш фондне пуянлатма ҫулсеренех ҫӗнӗ кӗнеке килсех тӑрать. Ҫитес вӑхӑтра шкултан вӗренсе тухса каякансем чӑваш чӗлхипе литература предмечӗсене ҫӗнӗ учебниксемпе вӗренме тытӑнӗҫ», – тет Алина Николаева.
Патшалӑх тата Пушкӑртстанри халӑхсен чӗлхисене (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур) упраса хӑварма 4 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ республикӑра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫатра.
Юрий Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан влаҫӗсем патшалӑх тата республикӑра пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене упраса хӑвармалли тата аталантармалли программӑна пурнӑҫлама 3,74 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ. Патшалӑх программи 2019-2024 ҫулсене пырса тивет иккен. Пӗлтерӗшлӗ документа республика премьер-министрӗ Андрей Назаров алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Патшалӑх тата гражданла обществӑн пӗрлешӗвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хӑварма пулӑшни» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ӗҫлерӗ. Ку мероприятие ирттерме Национальноҫсен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшнӑ.
Тӑван чӗлхемӗр пирки паян та питех те ҫивӗч калаҫу пулса иртнӗ. «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, «Хавал» общество организацийӗн ертӳҫи Александр Блинов чӑваш чӗлхипе тепӗр 50 ҫултан мӗн пулӗ ыйту тавра шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Уйрӑм хастарсемпе общество организацийӗсем ҫеҫ тӑрӑшни сахал, патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ тесе шухӑшлать вӑл.
«Хавал» пӗрлешӗвӗн хастарӗ, Киев хулинче пурӑнакан Артем Федоринчик (вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ) ӳссе ҫитсен чӑваш чӗлхине вӗреннӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, чӗлхе вӗрентӗвӗн меслечӗсем кивелнӗ, вӗсене ҫӗнетме вӑхӑт.
Сӑмах илнӗ ытти экспертӑн та тӑван чӗлхемӗршӗн чунӗ ыратни аван сисӗннӗ. Калӑпӑр, Вӗрентӳ институчӗн регион аталанӑвӗн центрӗн методисчӗ Елена Михайлова (Енькка) та чӑваш чӗлхишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ.
Икӗ ҫулта пӗрре иртекен Кашкарти Махмут ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери калавсен ӑмӑртӑвӗ кӑҫал иртесси пирки йӗркелӳҫӗсен комитечӗ пӗлтерет. Кӑҫал вӑл VI хут иртӗ.
Йӗркелӳҫӗсем каласа панӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва хутшӑнас килсен ирӗклӗ темӑпа калав ҫырмалла, ӑна чӳкӗн 15-мӗшӗччен ярса памалла. Пӗр автортан икӗ калавран ытла йышӑнмаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен унччен маларах ниҫта та пичетлемен хайлав тӑратмалла, унӑн калӑпӑшӗ 1 пин сӑмахран ытларах пулмалла (10 пинрен ытла мар). Калава kmahmut2020@gmail.com адреспа ярса памалла. Автор кам пулнине ҫирӗплетекен ӗҫлӗ хутсем уйрӑм файлпа пулмалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӑҫал раштав уйӑхӗнче палӑртӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухни 25 пине тивӗҫӗ, 2-мӗш вырӑна тухни — 20 пине, 3-мӗш вырӑнти — 15 пине. Ҫавӑн пекех хавхалану парни те пур — 10 пин Турци лири.
Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес тесен Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (Турци) сайтне кӗрсе пӑхма пулать е Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхне (Чӑваш Ен) шӑнкӑравлама май пур: 8-961-348-73-89.
Авӑн уйӑхӗ иртнӗрен Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра вара унӑн ӗҫӗ ытлашшиех нумая куҫман, пурӗ те 24 пин ҫӗнӗ мӑшӑр ҫеҫ тума ӗлкӗрнӗ. Сӑлтавӗсене илес пулсан вара ҫаксене палӑртма пулать: йывӑртарах кӗнекесем, ытти ӗҫсем кансӗрлени. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхине авӑн уйӑхӗнче эпир рекорд тума пултарнӑччӗ — ҫурла уйӑхӗнче 21 пин мӑшӑр хатӗрленӗ пулсан, авӑн уйӑхӗнче 30 пин ытла.
Авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӳпҫере Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни», Петр Павленкон «Телей», Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем», Виктор Гюгон «Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул» хайлавӗсем мӑшӑрланчӗҫ. Малалла мара Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» (пичет пахалӑхӗ япӑх пулнӑран унпа ӗҫлесси вӑраха тӑсӑлса кайрӗ-ха) тата ытти хайлавсемпе ӗҫлеме палӑртнӑ.
Малтанхи кӑтартусемпе танлаштарнӑ май ҫакна палӑртма пулать: халь пирӗн 1 846 текст (+21), 615 107 пуплевӗш (+24 633). Сӑмахсен йышӗ 6 471 015-пе (+231 659) танлашать.
Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий нумаях пулмасть журналистсем валли пресс-конференци ирттернӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе вӑл икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла калаҫнӑ. Кун пирки «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра пӗлтернӗ.
Савватий Владыкӑна чиркӳсенче кӗлӗсене чӑвашла сахал ирттерни те пӑшӑрхантарать иккен. Ҫакӑ чӑвашла пӗлекен тӗн ҫыннисен сахаллипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Савватий журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗлле вырӑсла ирттерни Варнава Владыкӑна та пӑшӑрхантарнӑ. Малашне Введени соборӗнче чӑвашла кӗлӗ ирттерме пуҫласшӑн иккен.
Бурят Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ Савватий Владыка (хӑй вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ) тӑван ене килнӗренпе чӑвашла тӗлленме пуҫланине пӗлтернӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ку ушкӑн Тутарстанри практикӑра усӑ курмалли семиотика институчӗпе тачӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. Паян сӑмахран хастарсен ушкӑнӗ тутарсемпе корпусӑн пайӗпе ылмашӑннӑ: тутарсенчен 200 пин мӑшӑр илнӗ. Ҫавӑн пекех тутарстанри институт та чӑвашсен материалӗпе пуянланнӑ.
Тачӑ ҫыхӑнӑва кӳршӗллӗ халӑхсен тӗпчевҫисем авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пуҫланӑ. Ун чухне вӗсем Zoom урлӑ ҫыхӑнса пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултарасси пирки пӗчӗк конференци ирттернӗ. Чӑвашсенчен Александр Антоновпа Николай Плотников хутшӑннӑ, Тутарсан енчен — Ринат Гильмуллинпа Айдар Хусаинов.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫак ҫыхӑну пӗр-пӗрне пулӑшасса шанса тӑрать. Ку пӗр-пӗрин опычӗпе те паллашма май парать, ҫавӑн пекех пӗр-пӗрне пулӑшма та (сӑмахран, тутарсен мӑшӑрӗпе чӑваш чӗлхин модельне вӗрентсе пӑхма пулать).
Ку ҫыхӑну чӑваш ушкӑнӗн пӗрремӗш мар. Маларах ҫакнашкал контакта ҫармӑссен институчӗпе йӗркеленӗччӗ.
Чӑваш Ен телерадиокомпанийӗнче операторта ӗҫлекен Владимир Синдеев чӑвашла ят йышӑннӑ. Кун пирки республикӑри паллӑ тележурналист, драматург, поэт, сценарист Марина Карягина Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Хампа хавхаланса ӗҫлекен Владимир Синдеев оператора ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатӑп! Паянтан унӑн ҫӗнӗ ят: Алмас. Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ, манпа пӗр шухӑшлӑн тӑван республикӑн хастар ҫыннисене ҫӗклекенӗн, юнпа вырӑс пулсан та, чӑвашла ячӗ те пулмалла тесе шутларӑмӑр. Чи пахи — ҫак шухӑш патне вӑл хӑй пиҫсе ҫитрӗ. Шӑп 45 ҫул тултарнӑ кун!», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлерӗ, ҫавна май пӗтӗмпе 45 пин ытла мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ. Хӗрӳ ӗҫ харама каймарӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ ҫур миллион урлӑ каҫрӗ. Уйӑха эпир 535 200 мӑшӑрпа вӗҫлерӗмӗр. Ҫапла май пурӗ 45 пин те 146 мӑшӑр тунӑ пулать. Рекорд таран кӑшт кӑна ҫитеймерӗ — кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче эпир 45 595 мӑшӑр тусаччӗ, ҫавах та ун хыҫҫӑн ку иккӗмӗш кӑтарту. Виҫҫӗмӗш вырӑнта халь иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗ тӑрать — ун чухне эпир 44 пин те 371 мӑшӑр хатӗрленӗ.
Кун чухлӗ мӑшӑр тума пире Максим Горкийӗн «Амӑшӗ», Николай Никитинӑн «Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ», Антонина Голубевӑн «Уржум ачи», Галина Николаевӑн «Ӗҫҫинче» хайлавӗсем тата ыттисем пулӑшрӗҫ. Малалла вара эпир Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни» романпа, Ванда Василевскаян «Асамат кӗперӗ» повеҫпе, Петр Павленкон «Телей» романӗпе, Геннадий Фишӑн «Кимас кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫӗпе ӗҫлесшӗн. Паллах, ыттисем те пулӗҫ. Черетре тата темиҫе теҫетке хайлав тӑрать.
Иртнӗ уйӑха пӗтӗмлетнӗ май ҫак кӑтартусене палӑртма пулать: текстсем йышӗ 1 825 (+18), пуплевӗшсен йышӗ 590 474 (+43 651), сӑмахсен йышӗ 6 239 356 (+397 330) калӑпӑшпа танлашрӗ.
«Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ кӑтартакан «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра, Алексей Енейкин тележурналист калашле, «чӑваш халӑх пуласлӑхӗшӗн чун-чӗререн ҫунакан чӑн-чӑн чӑваш» Тимӗр Тяпкин пулнӑ.
Журналистпа чӑваш хастарӗ «тӗлӗнсе пымалла хӑвӑрт аталанса пыракан тӗнчере чӑвашлӑха упраса хӑварасси» пирки калаҫнӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру япӑх мар», — тесе хакланӑ Тимӗр Тяпкин.
Тимӗр Тяпкин ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе чӑвашла калаҫманни пирки пӑшӑрханать. Общество организацийӗсен ҫирӗпрех ыйтмалла тесе те шухӑшлать вӑл. «Чӗлхене упраса хӑварасси пирӗн тивӗҫ. Чи малтан вӑл килтен пуҫланать», — тенӗ хайӗн ачисене чӑвашла калаҫма вӗрентекен Тимӗр Тяпкин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |